Hudební video

Hudební video

Kredity

PERFORMING ARTISTS
Светлана Печникова
Performer
COMPOSITION & LYRICS
Романова Светлана Владимировна
Songwriter

Texty

Эс ан ҫилен мана сар каччӑ,
Сана эп пӗртте юратман.
Эс ан ҫилен, тархасшăн, каччӑ
Сансӑр пӗртте тунсӑхламан.
Анчах та эсӗ темшĕн
Тархаслан мана,
Чун-чӗререн эс ӳкӗтлен
Юлма санпа.
Анчах та эсӗ темшӗн
Йӑлӑнан мана.
Ҫитет пуль, каччӑ,
Каях хӑв ҫулупа.
Юрату, юрату, мӗскер тӑвӑн, юрату.
Юрату, юрату, ҫапла пуль вӑл юрату.
Юрату, юрату, чун ҫунтармӑш юрату,
Юрату, юрату, мĕскер тӑвӑн, юрату.
Каллех эс ман умра тӑран,
Сан аллунта чечек ҫыххи.
Ӑна алран эс тыттаран,
Унтан калан сăмах пуххи.
Эс ан кала мана, ыйтатап, нимӗнте.
Ан ҫавӑрсамччӗ пуҫӑма, чӑтас епле
Эп юратман сана, халь тин, вара пӗлмес.
Эп ӑнланмас хама, ӑста кайса кӗрес.
Илемлӗ сан сăмахусем
Ҫемҫетрӗҫ манӑн чунӑма.
Вӗри кӑвар пек тутусем
Ҫавӑрчӗҫ манӑн пуҫӑма.
Written by: Романова Светлана Владимировна
instagramSharePathic_arrow_out

Loading...