Nabízeno v

Kredity

PERFORMING ARTISTS
Алёна Силпи
Performer
COMPOSITION & LYRICS
Альбина Юрату
Songwriter
Вероника Арисова
Songwriter

Texty

Хирти пин сар пучахлă Чăваш Енĕм
Кăвак шуçăмпала эс вăранан…
Тин пиçнĕ тутлă ăшă çăкăр енĕм
Чун савăтне çĕн туйăм тултаран.
Хĕвел шевли тĕрриллĕ Чăваш Енĕм
Уявсене чĕнен тăвансене.
Чĕре таппи сассиллĕ савнă енĕм
Çĕнĕ юрă парнелетĕн çут тĕнчене.
 Сан юрруна юрласа, сан ташшуна ташласа
Эпĕ килтĕм сума суса тăвансем патне.
Сан юрруна юрласа, сан ташшуна ташласа
Эпĕ килтĕм, Чăваш Енĕм, тăвансем патне.
 Хушпу, тухья, масмаклă Чăваш Енĕм
Вут-юрату чĕртен яш-кĕрĕмре.
Хăвалăхри шăпчăк юрриллĕ енĕм
Çут çăлтăрна шыран çӳл тӳпере.
Кун-çул хуçи пулан эс, Чăваш Енĕм,
Санпа çыхăнать пурнăç чăн йĕрки.
Ман несĕлсен пехиллĕ ырă енĕм
Упра, куç шăрçи пек, хăв чĕлхӳне.
 Сан юрруна юрласа, сан ташшуна ташласа
Эпĕ килтĕм сума суса тăвансем патне.
Сан юрруна юрласа, сан ташшуна ташласа
Эпĕ килтĕм, Чăваш Енĕм, тăвансем патне.
Written by: Альбина Юрату, Вероника Арисова
instagramSharePathic_arrow_out