Nejlepší skladby od interpreta Светлана Печникова
Kredity
PERFORMING ARTISTS
Светлана Печникова
Performer
COMPOSITION & LYRICS
Светлана Печникова
Songwriter
Любовь Лĕпĕшпи
Songwriter
Texty
Инçе çĕрте е çывăхра-и эпĕ,
Хаваслăхра е тунсăха путсан,
Анне, сана пĕрмай асилетĕп,
Куç умĕнче сан çут сăну ялан.
Аса килеççĕ, ытарми тăванăм,
Кăштах шывланнă ырă куçусем,
Мĕн ачаран ĕçпе хытса аманнă,
Çапах та питĕ çепĕç аллусем.
Анне пилне эп чĕрере усратăп,
Вăл кулленех хăват парса пырать.
Çак çĕр çинче, анне, чунпа туятăп,
Сан иксĕлми юратăву упрать.
Пире пула сахал-и вăй пĕтернĕ?
Çулсем иртсен те манмăп ĕмĕрне
Пире вăй-хал парса чуна витернĕ
Анне пĕçернĕ çăкăр тутине.
Чун-чĕререх, ытарми аннеçĕм
Эс юратса юрланă юрăсем.
Тунсăхласан, пĕрмай аса килеççĕ
Ачалăхри телейлĕ самантсем
Анне пилне эп чĕрере усратăп,
Вăл кулленех хăват парса пырать.
Çак çĕр çинче, анне, чунпа туятăп,
Сан иксĕлми юратăву упрать.
Written by: Любовь Лĕпĕшпи, Светлана Печникова