Nejlepší skladby od interpreta Светлана Печникова
Kredity
PERFORMING ARTISTS
Светлана Печникова
Performer
COMPOSITION & LYRICS
Алиса Александрова
Songwriter
PRODUCTION & ENGINEERING
Светлана Печникова
Producer
Texty
Ҫумӑрпа тасалнӑ янкӑр тӳпене,
Сар хӗвел чипер хӗр евӗр ташласа тухать.
Ҫичӗ тӗслӗ асамачӗ шыв ӗҫме
Тӑрӑ ҫӑл патне анма сукмак хывать.
Ҫуркунне епле ӗлккен чечек пахчи,
Куҫ тулли умра ытарайми илем.
Сыв пулсан хурӑнташсем, ачи-пӑчи,
Ҫӳлелле пӗр хушӑ шӑппӑн тинкерем.
Ырӑлӑх ытамӗнче ман савнӑ ен,
Шав юрлас килет тӑван ҫӗршыв ҫинчен.
Эпир пурте пӗртӑван ҫак тӗнчере,
Тӑнӑҫ пултӑр пурнӑҫ пысӑк ҫемьере!
Тикĕс ӳснĕ ылтӑн тулӑ пуссине,
Ҫил çупăрласа ачашшăн хумхатать.
Кулленхи ĕҫре тупса хӑй телейне,
Халӑхӑм ĕмĕр татуллӑ пурӑнать.
Шӑпчӑк юрри ҫеҫ ҫӗр шӑплӑхне татать,
Ыйхӑланӑ ял-хула каҫ сӑпкинче.
Уйӑх тӗлӗрми ирччен хурал тӑрать,
Шуҫӑмпа вӑраниччен манӑн тӗнче.
Written by: Алиса Александрова