Top Songs By Светлана Печникова
Credits
PERFORMING ARTISTS
Светлана Печникова
Performer
COMPOSITION & LYRICS
Светлана Печникова
Songwriter
Любовь Лĕпĕшпи
Songwriter
Lyrics
Çурхи çепĕç юррипе
Шăпчăк чĕнчĕ урама.
Эх, аван-çке савнипе
Çутă çăлтăр шутлама.
Тулли уйăх тÿпере
Ăшшăн савăнса пăхать.
Çÿлти çăлтăр пек хитре
Тусăм юнашар утать.
Тÿпере çăлтăр вĕçрĕ ялкăшса.
Самантран çухалчĕ куç хĕссе.
Ман çине пăхатăн йăл кулса.
Ĕмĕтленни çиттĕрччĕ тесе.
Чунăм тулчĕ телейпе,
Урăх çăлтăр кирлĕ мар.
Çăлтăр куçлă савнипе
Ĕмĕр пулăп юнашар.
Çăлтар вĕçрĕ тÿперен
Ӱкрĕ çулăм хăварса
Туйса илтĕм чĕререн
Эс ман ĕмĕт пуласса.
Written by: Любовь Лĕпĕшпи, Светлана Печникова