Vídeo musical
Vídeo musical
Créditos
PERFORMING ARTISTS
Элтияр
Performer
COMPOSITION & LYRICS
Александров Алексей Анатольевич
Songwriter
Сывлам Алёше
Songwriter
Шарафутдинов Резил Ильсурович
Songwriter
Letras
Мĕнле эп пурӑннӑ санччен? Халь ӑнланмастӑп.
Каҫсем-кунсем иртетчĕҫ тĕлĕк пек шуса.
Сана курсассӑнах ӑнлантӑм: эсĕ манӑн,
Вĕҫертмĕп терĕм хам хама сӑмах парса.
Алран тытсам, савни, куҫран пӑхсамччĕ ӑшшӑн.
Саватӑпах тесе кала ыталаса.
Шанатӑп сӑмахна, шанатӑп, чунӑм.
Паратӑп чĕреме сана яланлӑха.
Санпа чухне вĕҫетĕп ӑмӑрт-кайӑк евĕр,
Санпа пĕрле чухне нимрен те хӑрас ҫук.
Эс пуррипе кӑна ман пурӑнӑҫ илемлĕ,
Эс пуррипе кӑна ҫап-ҫутӑ тĕттĕм чух.
Ирпе тӑрсассӑнах сана шыратӑп эпĕ,
Куҫа уҫсассӑн та юмахӑм тӑсӑлать.
Эс пуррине эп яланах сисетĕп,
Сана пула хĕвел ялан ҫиҫсе тухать.
Алран тытсам, савни, куҫран пӑхсамччĕ ӑшшӑн.
Саватӑпах тесе кала ыталаса.
Шанатӑп сӑмахна, шанатӑп, чунӑм.
Паратӑп чĕреме сана яланлӑха.
Сӑну сан кĕмĕл уйӑх пек хитре, ҫап-ҫутӑ,
Хура куҫу ахах-мерченнĕн ялтӑрать.
Килсем ҫумма, сана эп юрататӑп шутсӑр,
Эс пуррипе кӑна ман чун сывлать, пурнать.
Алран тытсам, савни, куҫран пӑхсамччĕ ӑшшӑн.
Саватӑпах тесе кала ыталаса.
Шанатӑп сӑмахна, шанатӑп, чунӑм.
Паратӑп чĕреме сана яланлӑха.
Written by: Александров Алексей Анатольевич, Сывлам Алёше, Шарафутдинов Резил Ильсурович