Créditos
ARTISTAS INTÉRPRETES
Светлана Печникова
Intérprete
Тамара Ишмуратова
Intérprete
COMPOSICIÓN Y LETRA
Светлана Печникова
Autoría
Letra
Манпа кун пек нихçан пулманччĕ
Ăнланаймастăп туйăмсене.
Санпа ялан пулас тесе
Ӗмĕтленетĕп каçсенче.
Пĕр сан çинчен,
Шăплăх, шăплăх, каçхи шăплăх.
Ӗмĕт каçхи шăплăхра.
Тĕттĕм, тĕттĕм каçхи тĕттĕм
Ӗмĕт каçхи тĕттĕмре.
Ӗмĕт, ĕмĕт, каçхи ĕмĕт,
Вăл вĕçет таçта инçе
Ӗмĕт, ĕмĕт, каçхи ĕмĕт,
Ӗмĕтсем санпа пĕрле.
Манпа кун пек чăнах пулманччĕ.
Сансăр сунатсăр кайăк эп
Санпа кăна ялан пуласчĕ
Чĕвĕл чĕкеç пек пулăп эп.
Вĕçсе сан патна çитĕп эп.
Шăплăх, шăплăх, каçхи шăплăх.
Ӗмĕт каçхи шăплăхра.
Тĕттĕм, тĕттĕм каçхи тĕттĕм
Ӗмĕт каçхи тĕттĕмре.
Ӗмĕт, ĕмĕт, каçхи ĕмĕт,
Вăл вĕçет таçта инçе
Ӗмĕт, ĕмĕт, каçхи ĕмĕт,
Ӗмĕтсем санпа пĕрле.
Манпа кун пек чăнах пулманччĕ.
Манас тесен те, манаймас.
Часрах-часрах сана манасчĕ,
Анчах чĕрем илтмест мана.
Вăл туртăнать сан паталла.
Шăплăх, шăплăх, каçхи шăплăх.
Ӗмĕт каçхи шăплăхра.
Тĕттĕм, тĕттĕм каçхи тĕттĕм
Ӗмĕт каçхи тĕттĕмре.
Ӗмĕт, ĕмĕт, каçхи ĕмĕт,
Вăл вĕçет таçта инçе
Ӗмĕт, ĕмĕт, каçхи ĕмĕт,
Ӗмĕтсем санпа пĕрле.
Written by: Светлана Печникова

