Créditos

ARTISTAS INTÉRPRETES
Светлана Печникова
Intérprete
COMPOSICIÓN Y LETRA
Романова Светлана Владимировна
Autoría
Рыбкин Владимир Николаевич
Autoría

Letra

Эс манпа \"савнилле\" ан выля,
Эп ача чухнехи тетте мар.
Юрату ялкӑшать ске вутла,
Чӗрӳне ан пӗҫеттӗр кавар.
Эс манпа хут пек усӑ ан кур,
Эп ҫырса чӗрмелли шур хут мар.
Юрату вӑл е ҫук, е вӑл пур -
Туйӑмсӑр вӑл яраймӗ тымар.
Каччӑпа хӗр-пике хушшинчи
Туслăхран пуçланать юрату.
Юрату вӑл асамлӑх тӗнчи,
Ма кӳрет-ши хӑш чух ырату?
Эс сăлтавсăр манпа ан шӳтле,
Эп текех ҫирӗмри пике мар.
Юрату сурана та сиплет,
Ун ҫине сапмасассӑн тӑвар.
Written by: Романова Светлана Владимировна, Рыбкин Владимир Николаевич
instagramSharePathic_arrow_out

Loading...