में प्रस्तुत

क्रेडिट्स

PERFORMING ARTISTS
Виктория Захарова
Performer
COMPOSITION & LYRICS
Петухов Юрий Валерьевич
Songwriter

गाने

1. Пар аллуна мана куçран пăхса уççăн кала кала
Сан пурнăçу, чуну эпĕ-и сан юратăву кала
Шантар мана, ан ултала, уçсам савни чунна
Ан иккелен телейлĕ-и манпа кăна
Илтетӗн-и, савни
Хĕр чĕри тапнине туятăн-и
Хурав мана эс пар
Чăнах пӗр кун мансăр пурăнаймастăн-и
Кала кала савни çут юрату çинчен пĕр чарăнми,
Иккеленÿ чунра ан юлтăр пĕр тумлам илтетӗн-и?
2. Хатӗр-и эс мана,
çуклăхра пурлăхра та юратма.
Инкек-синкек тухсан
сăмах пар мана яланах савма .
Шантар мана, ан ултала
Уçсам савни чунна
Ан иккелен телейлӗ-и манпа кăна
Илтетӗн-и, савни
Хĕр чĕри тапнине туятăн-и
Хурав мана эс пар
Чăнах пӗр кун мансăр пурăнаймастăн-и.
Кала кала савни çут юрату çинчен пĕр чарăнми,
Иккеленÿ чунра ан юлтăр пĕр тумлам илтетӗн-и?
Илтетӗн-и, савни, савни
Хĕр чĕри тапнине туятăн-и.
Илтетӗн-и, савни, савни .
Илтетӗн-и, савни
Хĕр чĕри тапнине туятăн-и
Хурав мана эс пар
Чăнах пӗр кун мансăр пурăнаймастăн-и.
Кала кала савни çут юрату çинчен пĕр чарăнми,
Иккеленÿ чунра ан юлтăр пĕр тумлам илтетӗн-и?
Written by: Петухов Юрий Валерьевич
instagramSharePathic_arrow_out