Светлана Печникова के शीर्ष गीत
क्रेडिट्स
PERFORMING ARTISTS
Светлана Печникова
Performer
COMPOSITION & LYRICS
Романова Светлана Владимировна
Songwriter
गाने
Кӗтрӗм, кӗтсе илтӗм
Кӗтсе илтӗм ҫак куна.
ҫитрӗн, эсӗ ҫитрӗн,
Эсӗ ҫитрӗн ман пата.
Пӗлнӗ, эпӗ пӗлнӗ
Эс мана юратнине.
Кӗтнӗ, эпӗ кӗтнӗ
Ман пата эс килессе
Сар чечек пуль эсӗ маншăн
Илӗртен эс ман чуна.
Пирӗшти пуль эсӗ маншăн
Парнелен хăв асамна.
Сар хӗвел пуль эсӗ маншăн
ăшăтан эс ман чуна.
ҫутă кун пуль эсӗ маншăн
парнелен юратăвна.
Каласам, савниҫӗм,
Пӗр мана юратнине.
Пӗр самахсăр итлӗп
Эс каласа панине.
Каласам, савниҫӗм,
Пӗр мана эс савнине.
Йăл кулса ҫеҫ пăхăп
Эпӗ сан куҫусенчен.
Иккӗн, санпа иккӗн
Юрататпăр пӗр-пӗрне.
Иккӗн, санпа иккӗн,
Иккӗн яланах пӗрле.
Иккӗн, санпа иккӗн,
Санпа иккӗн ҫӗр ҫинче.
эпир чи телейли
телейли ҫак тӗнчере.
Written by: Романова Светлана Владимировна