Crediti

PERFORMING ARTISTS
Светлана Печникова
Performer
COMPOSITION & LYRICS
Романова Светлана Владимировна
Songwriter

Testi

Каҫхи таврана пӗлӗтсем хупӑрларӗҫ.
Хула ҫийӗн сарӑлчӗ шурă тĕтре.
Ачашшӑн вӗсем хулана ҫупӑрларӗҫ.
Сив ҫиллӗ тӑман тухасса систерсе.
Таҫта аякра пӗр ҫутӑ ҫуталчӗ...
Пӗччен вӑл тӗтре ӑшӗнчен курӑнать.
Ман ҫамрӑк чунра тин шанчăк ҫуралчӗ,
Ҫавах та мӗскершӗн ман чунӑм вӑркать.
Тем хушӑра тӗтре сирӗлӗ,
Хула вӑранӗ ыйхăран.
Ҫӳл тӳпере уйӑх курӑнӗ,
Кӗтни те ҫитӗ ак ыран.
Кӗтни ахалех - пӗлетӗп, туятӑп...
Анчах та чуна юратма чарас ҫук.
Пӗр ӗмӗтпе ҫеҫ эп халь пуранатӑп.
Сана тӗл пулсан, тек уйрӑлас ҫук.
Written by: Романова Светлана Владимировна
instagramSharePathic_arrow_out

Loading...