Crediti

PERFORMING ARTISTS
Элтияр
Performer
COMPOSITION & LYRICS
Илья Аркадьевич Сакмаров
Songwriter
Шарафутдинов Резил Ильсурович
Songwriter

Testi

Ут такансӑр утаймаст та,
Шывра кĕмĕл ирĕлмест,
Хам тантӑшсем сывӑ пулсан
Ĕмĕр иртни сисĕнмест.
Ут такансӑр утаймаст та,
Шывра кĕмĕл ирĕлмест,
Хам тантӑшсем сывӑ пулсан
Ĕмĕр иртни сисĕнмест.
Ĕлĕк чух, ҫамрӑк чух,
Ларма-тӑма пĕлмен чух та
Алла купӑс тытӑттӑм та
Хĕрсем патне кайӑттӑм.
Алла купӑс тытӑттӑм та
Хĕрсем патне кайӑттӑм.
Ĕлĕк чух, ҫамрӑк чух,
Сассӑм уҫӑ тухнӑ чух та
Алла купӑс тытӑттӑм та
Юр юрласа ярӑттӑм.
Алла купӑс тытӑттӑм та
Юр юрласа ярӑттӑм.
Ут такансӑр утаймаст та,
Шывра кĕмĕл ирĕлмест,
Хам тантӑшсем сывӑ пулсан
Ĕмĕр иртни сисĕнмест.
Ут такансӑр утаймаст та,
Шывра кĕмĕл ирĕлмест,
Хам тантӑшсем сывӑ пулсан
Ĕмĕр иртни сисĕнмест.
Ĕлĕк чух, ҫамрӑк чух,
Ларма-тӑма пĕлмен чух та
Алла купӑс тытӑттӑм та
Улӑх тӑрӑх ҫӳрĕттĕм.
Алла купӑс тытӑттӑм та
Улӑх тӑрӑх ҫӳрĕттĕм.
Эх чух, ҫамрӑк чух,
Юн вĕресе тӑнӑ чух та
Сар хĕрсене йыхрӑттӑм та
Тӑпӑртатса ташлӑттӑм.
Сар хĕрсене йыхрӑттӑм та
Тӑпӑртатса ташлӑттӑм
Ут такансӑр утаймаст та,
Шывра кĕмĕл ирĕлмест,
Хам тантӑшсем сывӑ пулсан
Ĕмĕр иртни сисĕнмест.
Ут такансӑр утаймаст та,
Шывра кĕмĕл ирĕлмест,
Хам тантӑшсем сывӑ пулсан
Ĕмĕр иртни сисĕнмест.
Written by: Илья Аркадьевич Сакмаров, Шарафутдинов Резил Ильсурович
instagramSharePathic_arrow_out

Loading...