제공

크레딧

실연 아티스트
Иван Шинжаев
실연자
Ольга Осипова
보컬
작곡 및 작사
Ольга Осипова
작곡가
Оля Осипова
송라이터
프로덕션 및 엔지니어링
Ольга Осипова
프로듀서

가사

Пӗлӗт-пӗлӗт
Пӗлӗт-пӗлӗт, кӑвак пӗлӗт
Сан куҫу пекех таса
Тусӑм ман пӗртен-пӗр ӗмӗт
Яланах килет аса
Тусӑм ман пӗртен-пӗр ӗмӗт
Яланах килет аса
Вӑййа тухрӑм, эп курмарӑм
Хам юратнӑ савнине
Киле кайнӑ чух ҫеҫ куртӑм
Урӑххипе ларнине
Киле кайнӑ чух ҫеҫ куртӑм
Урӑххипе ларнине
Ӑна ӑшшӑн ыталанӑ, Пуҫне хунӑ ун ҫине
Сивӗ куҫпа пӑхса юлчӗҫ
Эпӗ иртсе кайнине
Сивӗ куҫпа пӑхса юлчӗҫ
Эпӗ иртсе кайнине
Ах, кирлӗ мар, кирлӗ мар
Сана чунтан юратма
Эс ачашлан мана мар
Каятӑп эпӗ, каҫар
Ах, кирлӗ мар, кирлӗ мар
Сана чунтан юратма
Мана суйма кирлӗ мар
Каятӑп эпӗ, каҫар
Сад пахчине кӗрсе лартӑм
Иккӗн ларнӑ сак ҫине
Куҫҫуль витӗр аса илтӗм
Савни тупа тунине
Куҫҫуль витӗр аса илтӗм
Савни тупа тунине
Ах, кирлӗ мар, кирлӗ мар
Сана чунтан юратма
Эс ачашлан мана мар
Каятӑп эпӗ, каҫар
Ах, кирлӗ мар, кирлӗ мар
Сана чунтан юратма
Мана суйма кирлӗ мар
Каятӑп эпӗ, каҫар
Written by: Ольга Осипова, Оля Осипова
instagramSharePathic_arrow_out