Músicas mais populares de Светлана Печникова
Créditos
INTERPRETAÇÃO
Светлана Печникова
Interpretação
COMPOSIÇÃO E LETRA
Романова Светлана Владимировна
Composição
Letra
Тӗлӗкре анчах йăлтах эс курӑн.
Кайăк евĕр уçлăха туртӑнӑн.
Ҫӗр ҫийӗнчен ҫӑмӑллӑн эс вӗҫӗн,
Ман пата эс хӑвӑрт килсе ҫитӗн.
Эп паян нихҫанхинчен тата телейлĕ.
Маншӑн паян ҫут тĕнче тата илемлӗ.
Тӗлӗкре ҫеҫ эс мана тӗлленнӗ.
Пурпĕрех паян эпӗ телейлĕ.
Тӗлекре анчах йăлтах эс курӑн.
Акӑш евĕр ман умра эс тӑрӑн.
Пирӗшти пек инҫетре ҫухалӑн.
Тепӗр самантрах мана ыталӑн.
Сан сӑну куҫ умне тухса тӑчӗ.
Сан хитре сассу ҫумрах илтӗнчӗ.
Ӗмӗтленни тин пурнӑҫа кӗчӗ.
Тӗтре евӗрех тӗлӗк сирӗлчӗ.
Written by: Романова Светлана Владимировна