Créditos
PERFORMING ARTISTS
Светлана Печникова
Performer
COMPOSITION & LYRICS
Светлана Печникова
Songwriter
Letra
Ачашласа та лăпкаса
Чун-чĕререн эс юратса
Ӱстертĕн ачусене.
Тăван килте, шел, халь пĕччен
Тăрса эс юлтăн та кĕтен
Ăçта-ши сан чĕппÿсем
Эс ан кулян, эс ан кулян тăван анне.
Ачусене кĕтсе ялан тăван килте.
Пуçтарăнса вĕçсе ак çитĕç халь пурте.
Шывланĕç мăшăр куçусем куççульсемпе.
Ывăлусемпе хĕрÿсем,
Кинÿсемпе кĕрĕвÿсем,
Ҫумра - мăнукусем.
Хаваслă кулăпа çиçеç,
Вĕлле хурчĕсем пек сĕрлеç.
Çумра сан пепкÿсем.
Эс ан хурлан, эс ан хурлан тăван анне.
Тухса кайсан сан ачусем ыран инçе.
Ăсатса яр эс пил парса ачусене,
Шăлса илсе тутăрупа куççульсене
Санăн çуралнă кунупа
Чун-чĕререн саламласа
Калатпăр ыр сăмахсем.
Сĕтел тавра пуçтарăнса,
Сана чунтан саламласа
Юрлатпăр халь юрăсем
Эс анне асра ялан,
Ир те каç умра тăран
Эс ан хурлан, эс ан хурлан тăван анне.
Тухса кайсан сан ачусем ыран инçе.
Ăсатса яр эс пил парса ачусене,
Шăлса илсе тутăрупа куççульсене
Эс ан кулян, эс ан кулян тăван анне.
Ачусене кĕтсе ялан тăван килте.
Пуçтарăнса вĕçсе ак çитĕç халь пурте.
Шывланĕç мăшăр куçусем куççульсемпе
Written by: Светлана Печникова