Musikvideo
Musikvideo
Credits
PERFORMING ARTISTS
Светлана Печникова
Performer
COMPOSITION & LYRICS
Светлана Печникова
Songwriter
Songtexte
Эп каллех пĕччен.
Эп пĕлетĕп тусăм - эс килен.
Эп кĕтетĕп, тунсăхлатăп,
Сан çинчен çеç шухăшлатăп,
Халлĕхе вара каллех пĕччен.
Эп каллех пĕччен
Шăпчăк юрлать каçхи тĕттĕмрен
Ăна пĕртте кичем мар
Вăл пĕрре те пушă мар
Шăратать хăй юррине ирччен
Эс килетĕн эп пĕлетĕп
Эс килетĕн эп кĕтетĕп
Халлĕхе вара каллех пĕччен
Эп каллех пĕччен
Вăхăт шăвать темшĕн ерипен
Мана пĕртте кичем мар
Эп пĕрре те пушă мар
Шухăшлатăп эпĕ сан çинчен
Эп каллех пĕччен
Вăхăт питĕ нумай халь ирччен
Шăпчăк юрлать юррине
Ҫунтарать ман чĕрене
Вăл пĕлмест сана эп кĕтнине!
Эс килетĕн эп пĕлетĕп
Эс килетĕн эп кĕтетĕп
Халлĕхе вара каллех пĕччен
Written by: Светлана Печникова