Créditos
PERFORMING ARTISTS
Светлана Печникова
Performer
COMPOSITION & LYRICS
Светлана Печникова
Songwriter
Letras
Сар хĕвел вылять шевлипе
Хăй ăшшине сапалать.
Тÿпери тăри юррийĕ
Чун-чĕрене тыткăнлать.
Сар хĕрсем вăййа тухсан-ши,
Вăйă илемĕ килет.
Чун савнипе тĕл пулсан-ши,
Каччăн чунĕ çемçелет.
Айтăр, туссем вăй пуçлар-и
Карталанса юрлар-и?!
Тус-тăвансем, пĕр пулар-и,
Ĕмĕр пĕрле пурнар-и?!
Тус-тăван пуçтарăнсан-ши
Манăн кăмăл çĕкленет.
Сăн-питре кулă çиçсен-ши,
Тунсăх туйăм сирĕлет.
Хут-купăс тăсса ярсан-ши,
Чĕререн юрлас килет.
Çепĕç çемĕ янрасан-ши,
Кăмăлтан ташлас килет.
Айтăр, туссем, вăййа тухар
Алла аллăн тытăнар!
Пурте пĕрле пуçтарăнса
Харăс тăрса юр юрлар!
Айтăр, туссем, вăййа тухар,
Карталанса таш ташлар!
Тус-тăвансем, пĕрле пулар,
Ĕмĕр пĕрле пурăнар.
Written by: Светлана Печникова

