精选于

制作

出演艺人
Светлана Печникова
表演者
作曲和作词
Светлана Печникова
词曲作者
Любовь Лĕпĕшпи
词曲作者

歌词

Çăка сарать сар çеçкине
Савăнтарать пылак шăрши.
Паян эс килнĕ çĕр çине,
Ир çавăнпа илемлĕ-ши?
Хĕвел çÿле хăпарнă май
Хĕрÿллĕрех хĕртет ăшши.
Кулатăн лáпкăн эс пĕрмай
Кун çавăнпа пит ырă-ши?
Таçта хаваслă путене
Тăван çĕре савса мухтать.
- Паян эс килнĕ çĕр çине,-
Тесе ирех чĕре юрлать.
Тáватáп тав çу́лти турра
Пéр çул пилленéшéн пире.
Çyмри юратнá мáшáра
Упрасчé манáн éмéрех.
Карсассăн каç хăй чатăрне
Пуçланĕ çăлтăрсен ташши.
Эп саламлатăп савнине
Каç çавăнпа телейлĕ-ши?
Çáка шáрши хумхантарать,
Çил чуптáвать çулçисене.
Юратнá çыннáма пулать
Чáн юрату манран парне
Written by: Любовь Лĕпĕшпи, Светлана Печникова
instagramSharePathic_arrow_out