音樂影片

音樂影片

積分

演出藝人
Светлана Печникова
演出者
詞曲
Светлана Печникова
詞曲創作
Анвар Тляубердин
詞曲創作

歌詞

Эс каларăн мана хĕл кунĕсем çитсен тĕл пулатпăр.
Эп ĕнентĕм сана, пĕлетĕп, санпа тĕл пулатпăр.
Эп пĕлетĕп сана, сив хĕл çитсенех эс çитетĕн.
Юр пикийĕн тумне ун чухне мана парнелетĕн.
Çĕн çул каçĕ çитсен юмах тĕнчин алăкне эс уçăн.
Мана çеç ун чухне çав асам тĕнчине илсе кайăн.
Манпа çеç ун чухне çав асам тĕнчинче савăнайăн
Хĕл мучийĕ пире юрату тĕнчине парнелейĕ.
Шурă юрĕ çутăр, çутăр
Таврана шап-шурă тутăр.
Çĕн çул çитнине пĕлтертĕр,
Юрату парнелесе.
Шурă юрĕ çутăр, çутăр
Таврана шап-шурă тутăр
Çĕн çул çитнине пĕлтертĕр,
Юрату, телей сунса.
Шурă лĕпĕшсем пек шурă юр таврана карса илнĕ.
Тĕнчипе шурă юр шурă пуставпала тейĕн витнĕ.
Сивĕ хĕлĕ хăйпе çил-тăманне пĕрле илсе килнĕ.
Чун-савниçем пĕрле ман пата хĕлпеле эсĕ çитнĕ.
Шурă юрĕ çутăр, çутăр
Таврана шап-шурă тутăр.
Çĕн çул çитнине пĕлтертĕр,
Юрату парнелесе.
Шурă юрĕ çутăр, çутăр
Таврана шап-шурă тутăр
Çĕн çул çитнине пĕлтертĕр,
Юрату, телей сунса.
Written by: Анвар Тляубердин, Светлана Печникова
instagramSharePathic_arrow_out

Loading...