積分
演出藝人
Светлана Печникова
演出者
詞曲
Светлана Печникова
詞曲創作
Павлов Лев Николаевич
詞曲創作
歌詞
Эс килтӗн те каймарӑн
Ман патӑмран ирччен.
Ҫума ларса шутларӑн
Пулас телей ҫинчен.
Манпа ҫӗн сӑвӑ сыртӑн
Вӑл пулчӗ пит кичем.
Ӑна эп кӗвӗлерӗм
Салху кӗвӗсенчен.
Тунсӑх, тунсӑх, тунсӑх, тунсӑх,
Тĕттĕм кантӑк синче
Шыв тумламӗ пулса
Эс йӗрсем хӑваратӑн.
Тунсӑх, тунсӑх/2 р.
Ман пекех эс пӗччен
Шурӑмпуҫ ҫуталсан,
Ерипен ҫухалатӑн.
Ыран татах эс килӗн,
Апла тӑк ыранччен,
Пӗлетӗп ҫке, пӗлетӗп
Эс ман пекех пӗччен.
Сана юлташ эп пулӑп
Сӗм тӗттӗм каҫсенче.
Сана эп вырнаҫтарӑп
Ҫак сӑвӑ йĕркинче.
Written by: Романова Светлана Владимировна

