Светлана Печникова 熱門歌曲
積分
演出藝人
Светлана Печникова
演出者
Татьяна
演出者
詞曲
Романова Светлана Владимировна
詞曲創作
歌詞
Санпа пулнă каҫсене,
Ҫепӗҫ шӑпчӑк сассине,
Пĕрле санпа итленине
Епле манӑн? Нимĕнле.
Иккӗн пулнă каҫсене,
Тӳпери ҫӑлтӑрсене
Пӗрле санпа сӑнанине
Епле манӑн? Нимĕнле.
Ҫук, тек ан кала,
текех манпа ан выля.
Ман чуна эс ан ҫунтар,
Юрату вӑл вӑйӑ мар.
Ҫук. Сан сăмахсем
Кӑвар евĕрех вӗсем
Ҫунтараҫ ман чӗрене
Памаҫ манма иртнине.
Эс килетӗн каҫсерен,
Тем ыйтатӑн, тем кӗтен.
Иртсе кайнӑ туйӑмсен
Ыратӑвне ас илтерен
Эп ыйтатӑп чӗререн
Мана, тусӑм, итлесем.
Сан хитре сăмахсем,
Кирлӗ мар текех, пӗлсем.
Written by: Романова Светлана Владимировна