Светлана Печникова 熱門歌曲
積分
演出藝人
Светлана Печникова
演出者
詞曲
Романова Светлана Владимировна
詞曲創作
歌詞
Хуркайăксем вӗҫсе кайнӑ чух
Ҫутҫанталӑк тейӗн хурланать.
Тӑван килтен тухса кайнӑ чух
Манӑн хытах чунам ыратать.
Кайрӗҫ, иртсе кайрӗҫ ҫав кунсем.
Кайрӗҫ инҫете хур-кайӑксем
Асӑмрах-ха пулса иртнисем.
Ача чух выляса кулнисем.
Вӑхӑт шӑвать, шавать майӗпен,
Кун-ҫул иртет ерипен.
Чун-чере хурланса юр юрлать,
Ачалӑх ума тухса тӑрать.
Халь ӑҫта-ши ҫав хуркайӑксем.
Хӗл иртмесер вӗҫсе килес ҫук.
Халь ӑҫта ачалӑх кунӗсем?
Текех вӗснм таврӑнаяс ҫук.
Халь ӑҫта, ӑҫта-ши ҫав кунсем,
Тӗлӗк евĕр асаилӳсем.
Асăмра ҫеҫ юлчӗҫ пуль вӗсем
Ҫар уран выляса ӳснисем.
Written by: Романова Светлана Владимировна