Светлана Печникова 熱門歌曲
積分
演出藝人
Светлана Печникова
演出者
詞曲
Романова Светлана Владимировна
詞曲創作
歌詞
\"Саншӑн пулсан, эп тĕнче хĕрне
Ҫитме хатӗр\",- теттӗн, - тата та инҫе\".
\"Санпа иккӗн\", - теттӗн, \"чӑннипе
Пулас килет манӑн яланах пĕрле\".
Шӳтлесе те, тӗреслес тесе,
Эс юратнине пӗлес тесе.
Эпӗ йӑнӑш турӑм пуль.
Чăн та, эс кӳрентӗн пуль/2 р.
Мӗншӗн, тусӑм, эс сăмах чӗнместӗн.
Нимшӗн те мана ӳпкелеместӗн.
Яланхиллех мана ятламастӑн.
Манпа темшӗн эсӗ калаҫмастӑн
Эп пӗрре те сана ҫилленместӗп.
Манпа калаҫманран кӳренместӗп.
Пулса иртнишӗн ӳпкелеместӗп.
Сан пекех эп те сӑмах чӗнместӗп.
Мӗскер пулчӗ пирĕн хушӑмра?
Хура кушак иртсе кайрӗ пулмалла.
Йӑнӑш пулчĕ, айӑпӗ камра?
Мӗншӗн иртнине пирĕн шырамалла?
Тусӑм, каҫарма пӗлсен кӑна,
Тавӑрма пулать юратӑва.
Пурне пӗри каҫарар
Пулса иртнине манар./2р.
Written by: Романова Светлана Владимировна