Светлана Печникова 熱門歌曲
積分
演出藝人
Светлана Печникова
演出者
詞曲
Романова Светлана Владимировна
詞曲創作
Рыбкин Владимир Николаевич
詞曲創作
歌詞
Эп сире савӑнтарасшӑн
Ҫӗнӗ юрӑ юрласа.
Тимлӗ итлӗр-ха, тархасшăн,
Сассӑм илтӗнтӗр таса.
Пурăнма сире вӑй патӑр
Ҫӗнӗ юрӑ хам ҫырни.
Юрӑсӑр этем ҫунатсӑр,
Юрӑ вӑл чӗре парни.
Юрласа чуна уҫсассӑн,
Кайӑк пек вӗҫес килет.
Пурӑнасчӗ-ха хавассăн
Юратма чӗре пиллет.
Пурнӑҫ ырă та илемлĕ
Чун ялан вунҫиччӗре.
Пурӑнасчӗ-ха телейлĕ
Тапнӑ чух вӗри чӗре.
Ай, ҫемҫелчӗ кӑмӑл-туйӑм
Тус-тӑвансене курсан.
Ҫак ҫула ҫитсен эп туйрӑм,
Ҫын пуян тӑван пулсан.
Аттепе аннен тӗп килӗ
Ӗмӗр хаклӑ чунӑма.
Савнӑ тус та питĕ кирлĕ
Йӑпанма, йӑха тӑсма.
Written by: Романова Светлана Владимировна, Рыбкин Владимир Николаевич